Урока – библиотекăна

Ака  уйăхĕн  7- мĕш кунĕнче чăваш чĕлхи урокне эпир библиотекăра ирттертĕмĕр. Унта пире  Елена Ивановнăпа Ирина Владимировна библиотекарьсем кĕтсе илчĕç. Вĕсем пире тĕрлĕрен словарьсемпе паллаштарчĕç. Эпир тĕлĕнсе пăхса лартăмăр. Мĕн чухлĕ словарь унта! Çÿхисем, хулăннисем, чăвашла-вырăсла, вырăсла – чăвашла, этимологи, терминологии, энциклопедии,орфографии словарĕсем… Вĕсем шкул ачисем валли çеç мар, çитĕнннисем валли те кирлĕ. Тата эпир пĕрремĕш чăваш словарĕ 1709- мĕш çултах тухнине пĕлтĕмĕр. Ăна швед çынни Страленберг çырнă иккен, унта пурĕ те 28 чăваш сăмахĕ çеç пулнă. Н.И.Ашмарин вара 17 томлă словарь кăларнă. Унччен эпĕ словарьсемпе интересленсех кайман, халĕ вара ман вĕсемпе ытларах паллашас килсе кайрĕ.

          Кайран эпир шкул музейне кайрăмăр. Унта ĕлĕкхи чăваш пÿрчĕпе, унти япаласемпе паллашрăмăр. Халĕ ĕнтĕ эпĕ пир станокĕ, ăса,хĕç,хултăрчă мĕн иккенне те пĕлетĕп. Мана урок питĕ килĕшрĕ. Каласа пани çеç мар, хамăр куçпа курса тытса пăхни лайăхрах çав.