Чăваш чĕлхи эрни

                                         (фоторепортаж)

  Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн спорт залĕнче питĕ нумаййăн пуçтарăнчĕç: вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕсем,ял халăхĕ. Меншĕн тесен кунта паян пысăк уяв. Çак уява эйпеçсем Чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнăранпа 163 çул çитнине,чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши 75 çул тултарнине тата чăваш прозин Пысăк ăсти Юрий Скворцов çуралнăранпа 80 çул çитнине паллă турĕç.

 Уява ачасем питĕ тăрăшса хатĕрленнĕ. 1-мĕш класран пуçласа 11-мĕш класс таран тĕрлĕ номерсемпе савăнтарчĕç. Уяв тăршшĕпех чăвашла сăвă - юрă шăрантарчĕç,чăваш ташшисем лартса пачĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ сценкăсем те пулчĕç уяв сценаринче. Вĕрентекенсем те ачасенчен юлмарĕç, вĕсем те «Çĕр пин юрă çĕршывĕнче» тата «Пурнăç юрри» юррисемпе курма килнисене тыткăнларĕç. Программăна 9-мĕш класра вĕренекен Михайлова Иринăпа Константинов Евгений ертсе пычĕç.

 Уяв вăхăтĕнче тата Чăваш чĕлхи эрнинче туса ирттерне тĕрлĕ конкурссемпе викторинăсене пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чысларĕç.  Çĕнтерÿçĕсем вĕсене шкул директорĕ Г.Н.Никитина аллинчен илме тивĕçлĕ пулчĕç.

 Чăвашла илемлĕ сăвă вулакансен конкурсĕнче çак ачасем палăрчĕç:

 1-4 классем хушшинче:

 1-мĕш вырăн  -  Журавлева Диана (4-мĕш класс)

 2-мĕш вырăн - Перцева Елена (3-мĕш класс)

                       Потапова Ирина (4-мĕш класс)

 3-мĕш вырăн  -  Павлова Карина (4-мĕш класс)

                         Федорова Александра (4-мĕш класс)

5 - 8 классем хушшинче:

 1-мĕш вырăн  - Максимова Алина (7 класс)

 2-мĕш вырăн  - Алексеева Алина (6 «а» класс)

                         Павлова Кристина (7 класс)

 3-мĕш вырăн  -  Васильева Татьяна (6 «б» класс)

                           Перцева Анастасия (5 класс)

                          Пыркина Клавдия (8 класс)

                         Перцева Светлана (8 класс)

 И.Я.Яковлев пурăнăçĕпе пултарулăхĕ викторина хурвне тупассипе вара çак вĕренекенсем маттур пулчĕç:

5 - 7 классем хушшинче:

 1-мĕш вырăн  - Максимова Алина (7 класс)

 2-мĕш вырăн  - Алексеева Алина (6 «а» класс)

 3-мĕш вырăн  -  Ильина Диана _ (6 «б» класс)

 8-11 классем хушшинче:

 1-мĕш вырăн  -  Михайлова Ирина (9 класс)

 2-мĕш вырăн  -  Михеев Владислав (10 класс)

 3-мĕш вырăн  -  Мельцова Ирина (9 класс)

 Чăваш прозин Пысăк ăсти Юрий Скворцов пурнăçĕпе пултарулăхĕ викторина хуравĕсене тĕрĕс  палартакансем:

 1-мĕш вырăн  -  Максимова Алина (7 класс)

 2-мĕш вырăн  - Константинов Сергей (11 класс)

                         Михеев Владислав (10 класс)

 3-мĕш вырăн  - Ефремова Наталья (7 класс) 

 Çавăн пекех тата чăвашла сăвă  çыракансем те нумаййăн пулчĕç çак уяв тĕлне. Вĕсен сăввисемпе шкул ачисемпе уява курма килнисем пурте паллашрĕç. Анчах та 1,2,3-мĕш вырăнсене палăртма шутламарĕç жюри членĕсем, мĕншен тесен пурте тăрăшнă, пурте хăйсен пултарулăхне кăтартма пултарнă. Çавăнпа та вĕсен  ячĕсене уявра вуласа парса çамрăк сăвăçсене чыс турĕç. Уйрăмах çак ачасене палăртса хăвармалла: Максимова Алина,Павлова Кристина,Кузьмина Елена,Васильева Татьяна, Алексеев Дмитрий,Питушова Анастасия тата ыттисем те.

 (фоторепортаж)