Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Эйпесри вăтам шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2013» акцие хутшăнчĕç. Ку конкурсăн тĕллевĕсем: чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси; чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Конкурса 6, 9,10,11 классем активлă хутшăнчĕç. Яланах хамăрăн çырас ăсталăха туптаса пырасчĕ. Çакăн пек акцисене татах хутшăнасчĕ.