«Чи тавçăруллисем» конкурс

Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам  шкулта Чăваш чĕлхи эрни пырать. Кашни кунах тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.  Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче 5-8-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Школьникова Л.П.«Чи тавçăруллисем» конкурс ирттерчĕ. Конкурса тĕрлĕ кăсăклă ĕç пулчĕ: 1-мĕш ĕç — разминка, 2-мĕш ĕç — чăваш чĕлхине мĕнле пĕлетĕр: кам маларах хуравлать? 3-мĕш ĕç — чăваш литературине мĕнле пĕлетĕр: кам маларах  хуравлать? 4-мĕш ĕç — герой ятне туп. 5-мĕш ĕç — вăрттăнлăх (литература произведенийĕсенчи геройсен ятне кам ытларах тата хăвăрт тупать?),  6-мĕш ĕç – рифма пур, сăввине туп!  7-мĕш ĕç – «Тăваттăмĕш ытлашши» 8-мĕш ĕç - «Вăчăра» (Хуравла та ыйту пар - ушкăнсем пĕр-пĕрне ыйтусем параççĕ), 9-мĕш ĕç -  литературăллă лото (пĕр произведенири геройсен ячĕсене тупса пĕр-пĕрин çине витмелле). Тупăшу хĕрÿ пычĕ. Кашни ушкăн тĕрĕс хурав парса ытларах балл пухма тăрăшрĕ. Чи тавçăруллисем «Сарă хĕвел» ушкăн (6-мĕш класс) пулса тăчĕ, вĕсем чи нумай балл пухрĕç. Иккĕмĕш вырăна «Чăваш ачи-пăчисем» ушкăн (7-мĕш класс), 3-мĕш вырăна «Эйпеç ачисем» (8-мĕш класс) тата «Чăваш ачисем» (5-мĕш класс) тухрĕç.