Чăваш чĕлхи эрнинче чăвашла илемлĕ сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Малтанах конкурса классенче ирттерчĕç. Класра чи лайăх сăвă вулакансене тупса палăртрĕç.
Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 1-4-мĕшсем хушшинче классенчи çĕнтерÿçĕсем тупăшрĕç. Пурте сăвва илемлĕ калама тăрăшрĕç. Жюри членĕсене вĕсен хушшинче чи лайăххисене суйласа илме йывăртарах пулчĕ. Канашланă хыççăн çĕнтерÿçĕ 3-мĕш класра вĕренекен Мельцова Мария пулса тăнине палăртрĕç. Вăл Людмила Николаева çырнă «Паттăр Ваçук» сăвва вуларĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Яковлев Артемпа (3-мĕш класс) Мухтеев Павел (1-мĕш класс) пайларĕç. Артем Петр Эйзин çырнă «Кам кĕнĕ пахчана» юптарăва чăн-чăн артист пекех вуларĕ, Павел вара Хумма Çеменĕн «Çуркунне» сăввине каласа пачĕ. Вăл 1-мĕш класра кăна вĕренет-ха хальлĕхе. Апла пулин те хăйĕнчен аслисемпе тупăшса призер пулма пултарчĕ. Çавăн пекех конкурса тăрăшса хатĕрленнĕ çак вĕренекенсене палăртса хăвармалла: Ильина Аделина (1-мĕш класс), Павлова Диана (2-мĕш класс), Петрова Виктория (2-мĕш класс), Ильина Анжела (4-мĕш класс), Петрова Диана (4-мĕш). Конкурса хутшăнакансене пурне те юлашкинчен Школьникова Л.П. пĕчĕк парнесем парса хавхалантарчĕ.