Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа Эйпеçри вăтам шкулта «Вăл пулнă, пур, пулать те» ятлă литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ. Малтанах залра пухăннисене шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Школьникова Л.П. уяв ячĕпе саламларĕ. Ун хыççăн вĕсем «П.П.Хусанкай пурнăçĕпе пултарулăхĕ» презентаци пăхрĕç. Уяв каçĕнче 8 класра вĕренекенсем поэтăн «Ирĕк тимĕрçĕ», «Ялăма», «Анне», «Таня» (поэма сыпăкĕсене), «Тутарстана салам!», «Кашни ман сăввăм – юлашки пекех» тата ытти сăввисене ăста вуларĕç. 5-мĕш класс хĕр ачисем Хусанкайăн 1948 çулта Атнер ывăлĕ çуралсан ăна халалласа çырнă «Сăпка юррине» шăрантарчĕç. Çавăн пекех куракансене Федоров Данилпа Петров Дима Александр Васильев репертуарĕнчи «Тăван ял», Федорова Юлия «Хаваспа» юрăсемпе, 8-мĕш класс хĕр ачисем лартса панă чăваш ташшипе тыткăнларĕç. Уява Петĕр Хусанкай çырнă «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăвă йĕркисемпе вĕçлерĕç.