Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренкенесемпе вĕрентекенсем Чăваш Республикинчи Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акцие хутшăнчĕç. Пурĕ акцие 25 çын хутшăнчĕ. Диктант текстне пуçламăш классене вĕрентекен Ижендеева В.Н. вуларĕ. Диктанта сакăр çын «5» паллăпа, çиччĕн – «4» паллăпа, çиччĕн – «3» паллăпа, виççĕн «2» паллăпа çырнă. «5» паллă илекенсем çаксем пулчĕç: Журавлева Диана, Казакова Марина, Павлова Екатерина, Павлова Карина, Петрова Зина, Потапова Ирина, Чернова Алена (вĕсем пурте 10-мĕш класра вĕренеççĕ) тата чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Школьникова Л.П.