Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренкенесемпе вĕрентекенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акцие хутшăнчĕç. Пурĕ акцие 17 çын хутшăнчĕ. Диктант текстне чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Школьникова Л.П вуларĕ. Диктанта ултă çын «5» паллăпа, вуннăн – «4» паллăпа, пĕр çын – «3» паллăпа çырнă. «5» паллă илекенсем çаксем пулчĕç: Федоров Данил, Журавлев Андрей, Григорьев Сергей, Денисова Оля, Фадеев Валерий, Петров Алексей (вĕсем пурте 9-мĕш класра вĕренеççĕ).