Иван Яковлевич Яковлев 170 çулта

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа «Иван Яковлевич Яковлев 170 çул» ятпа уяв пулчĕ.

      Уява курма питĕ нумайăн пуçтарăнчĕç: ашшĕ-амăшĕ, асламăшĕ-кукамăшĕ, аппăшĕ-пиччĕшĕ, çавăн пекех хуларан канмалли куна килнĕ хăнасем те пур. Чи малтанах курма килнисене уяв ячĕпе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Школьникова Л.П. саламларĕ. Вăл тăван чĕлхе – халăхăн авалхи мулĕ,  паянхи кунĕ, малашлăхĕ, ăна упрасси – пирĕн тивĕç пулни çинчен каларĕ.

     Малалла программăна 9-мĕш класра вĕренекенсем Ульяна Вахтинăпа Данил Федоров ертсе пычĕç. Уява  6-мĕш класра вĕренекенсем пуçларĕç. Малалла 1-мĕш класри Кирилл Анисимов «И.Я.Яковлев» сăвă каласа пачĕ. 9-мĕш классем вара чăваш вăййи лартса пачĕç. Вĕсем те чăн-чăн артистсем пекех тыткаларĕç хăйсене сцена çинче. Уйрăмах Улах уявĕсем аслăраххисене çывăхрах пулчĕç, вĕсен чунĕсене пырса тиврĕç. Мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен çамрăклăхне аса илчĕç. Пянхи уява хутшăнмасăр пĕр класс та юлман. Пурте тăрăшса хатĕрленнĕ.  5-мĕш, 6-мĕш, 7-мĕш, 8-мĕш тата 10-мĕш класра вĕренекенсем чăваш ташшисене кашни тĕрлĕрен лартса пачĕç – кĕвви, хусканăвĕсем, хăйсене артистсем пек тытма тăрăшни – пурте пĕр-пĕринчен мĕн енчен те пулсан  уйрăлса тăраççĕ. 4-мĕш класра вĕренекенсем тутар халăх ташшипе килентерчĕç.       1-мĕш класра вĕренекенсен «Асамат кĕперĕ», «Улми лайăх-и, çеçки лайăх-и?», 2-мĕш класс – «Пахчи-пахчи», «Чун-чĕререн», 3-мĕш класс – Хитре хĕр ача», «Кĕçĕр вăйлă çумăр çунă», 4-мĕш класс – «Çĕр планета чĕнет», 5-мĕш класс – Чăваш ен»,7-мĕш класра вĕренекенсен «Чăваш ен», 8-мĕш класра вĕренекенсем Ястребов Даниилпа Чернов Алёша - «Эйпеç», 10-мĕш класс - «Тăван ял», 11-мĕш класс – «Эх, Иван», «Шыв арманĕ» юрăсене чĕререн юрларĕç. Залра ларакансем кашни юрăçа алă çупса хавхалантарчĕç. Курма килнисем питĕ кăмăллă пулчĕç, кашни номер хыççăн тăвăллăн алă çупрĕç. Хăш чухне пĕрле те юрларĕç. Уяв вĕçленсен ăшă сăмахсем каларĕç. Час-часах çакăн пек уявсем ирттерме ыйтрĕç.