Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2019» иртрĕ. Диктант çырма пухăннисене малтанах шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекекн Школьникова Л.П. Чăваш чĕлхи кунĕпе саламларĕ, диктанта çырма ăнăçу сунчĕ, кĕскен ĕç йĕркипе паллаштарчĕ.
Диктант тексчĕ «Мăнаçлăхăмăр, мухтавăмăр» Чăваш театрĕпе киновне пуçарса яракан И.С.Максимов-Кошкинскийпа унăн мăшăрĕ, пултаруллă киноактриса, Тани Юн çинчен пулнă май Луиза Петровна пухăннисене çак мухтавлă çынсен пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарчĕ.
Диктант çырма ытларах аслă классенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем килĕшрĕç. Çавăн пекех Эйпеçри модельлĕ библиотека библиотекарĕ те хутшăнчĕ.
Диктанта аван çырнине те асăнса хăвармалла, мĕншĕн тесен вĕсенчен 50% «5» паллă, 40% «4» паллă илнĕ.