Чăваш чĕлхи кунне, И.Я.Яковлев çуралнăранпа 171 çул çитнине тата Раççейри Театр çулталăкне халалласа «Чăвашлăха упрар ĕмĕрлĕхе» ятпа уяв иртрĕ.
Уява шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Школьникова Л.П. пусларĕ. Шкулăн акт залне пуçтарăннисене уяв ячĕпе саламларĕ, сывлăх, телей, ăнăçусем сунчĕ.
Малалла программăна 8-мĕш класра вĕренекен Э. Фадеевăпа 10-мĕш класри Д. Федоров ертсе пычĕç. Вĕсем малтан чи кĕçĕннисене сăмах пачĕ. 1-мĕш классем «Тухья» юрăпа савăнтарчĕç куракансене. Вĕсем хыççăн 2-мĕшсем вăййа тухрĕç, «Чăваш вăййи» кăтартрĕç, «Пахчи-пахчи» юрра шăрантарчĕç. 3-мĕшсем «Чун-чĕререн» юрра янраттарчĕç. Çак класри К. Матвеева «Пукане» юрăпа тыткăнларĕ залра ларакансене. 4-мĕш классем «Хитре хĕр ача» юрра питĕ илемлĕ шăрантарчĕç тата «Чăваш пикисем» ташăпа савăнтарчĕç хăнасене. 5-мĕшсен «Телейлĕ ачалăх» юрри тата «Тÿнкки-тÿнкки параппанĕ» юрăпа ташă композицийĕ куракансене уйрăмах кăмăла кайрĕç. Тăвăллăн алă çупрĕç вĕсем юрласа пĕтерсен. 6-мĕшсем тăван тăрăха халалласа «Тăван ял» юрă, 7-мĕшсем «Тăванлăх юрри» юрларĕç. Çавăн пекех 6-7-мĕш класс хĕр ачисем чăваш ташшине кашни хăйне евĕр лартса пачĕç: кĕвви те, хусканăвĕ те – пурин те тĕрлĕрен. 8-мĕш класра вĕренекен арçын ачасем «Ма ĕнентĕм-ши сана?» юрă парнелерĕç. Залра ларакансем юрăçсене алă çупса хавхалантарчĕç. Юлашкинчен сцена çине 10-мĕш класс хĕрĕсемпе каччисем тухрĕç. А.Денисова, С.Федорова тата Ю.Федорова «Чăваш чĕлхи», çавăн пекех каччăсем «Сарă хĕр» юрăсене шăрантарнă вăхăтра залра ларакансем тăршшĕпех алă çупрĕç. Курма килнисем питĕ кăмăллă пулчĕç, кашни номер хыççăн тăвăллăн алă çупрĕç. Хăш чухне пĕрле те юрларĕç. Уяв вĕçленсен тав туса ăшă сăмахсем каларĕç. Час-часах çакăн пек уявсем ирттерме ыйтрĕç.