Элкер вулавĕ – 2019

Çу йăхĕн 21-мĕшĕнче Пысăк Упакасси шкулĕнче Чăваш халăх поэчĕ С.В.Элкер çуралнăранпа 125 çул çитнине паллă турĕç.

  Уяв программи питĕ анлă пулчĕ. Малтанах республикăри «Элкер вулавĕ – 2019» наукăпа практика конференцийĕ  иртрĕ. Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан виççĕн хутшăнчĕç конференцие. Вĕсем пурте хастар пулчĕç, тивĕçлĕ вырăнсем йышăнчĕç. А.Илиьна (7-мĕш класс) «Автор поэзийĕ» номинацире  1-мĕш вырăна çĕнсе илме пултарчĕ (хатĕрлекенĕ Л.П.Школьникова), С.Ласточкина (7-мĕш класс) «Манăн çемье историйĕ» номинацире 2-мĕш вырăна тухрĕ (хатĕрлекенĕ М.В.Егорова), Э.Фадеева та (8-мĕш класс) «Автор поэзийĕ» номинацире 2-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ (хатĕрлекенĕ И.Ю.Михайлова). Вĕсене пурне те саламлатпăр, малалла та ăнăçусем сунатпăр.