Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2020

Ака уйăхĕн 24-мӗшӗнче "Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2020" вӗренӳ акцийӗ иртрӗ. Диктант тексчӗ 13.00 сехетре "Тӑван радио" тата НТРК хумӗсем ҫинче янӑрарӗ. Пирӗн шкултан ҫак акцие 41 вӗренекен хутшăнчӗ. Ҫавӑн пекех ҫитӗннисем те кӑмӑл турӗҫ диктант ҫырма. Школьникова Л.П. (чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен), Никифорова Л.Н (чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен, тивӗҫлӗ канура), Григорьева И.В (библиотекарь), Гурьева С.Г (фельдшер), Константинова А.В. (воспитатель). Диктант ҫыракансен йышӗнче ҫемйипех ҫыракансем те пулчӗҫ. Акӑ Эйпеҫри Фёдоровсем Руслан (10-мӗш класра вӗренекен), Дима (7-мӗш класс), Кристина (3-мӗш класс) пӗр сӗтел хушшинче тӑрӑшса ҫырчӗҫ. Диктант ҫыракансенчен 30-шӗ "4" тата "5" паллӑ илчӗҫ. Ку вӑл лайăх пулӑм. Пурне те тӗрлӗ акцисене хутшӑнма кӑмӑл тунӑшӑн тав тӑватӑп. Малашне те ӑнӑҫу, сывлӑх, телей сунатӑп.

Школьникова Л.П.