Нарӑс уйӑхӗн 19 - мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ институтĕнче Тӑван ен культурипе историне юратакансем Пӗтӗм Раҫҫейри регионсен шайӗнчи олимпиадине хуласемпе районсенчен 44 вӗренекен хутшăнчӗ. Эйпеҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулта 9-мӗш класра вӗренекен Ильина Анжела лайăх результат кӑтартрӗ. Вӑл призёр пулса тӑчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ пулма кӑшт кӑна вӑй ҫитеймен Анжелӑн. Саламлатпӑр тӑрӑшуллӑ хӗр ачана. Малалла та ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу сунатпӑр.