Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче тĕнчипех Пĕтĕм Тĕнчери тăван чĕлхесен кунне уявлаççĕ. Çак куна 2000-мĕш çулхи нарăс уйăхĕнче паллă тума пуçланă. Ăна 1999-мĕш çулхи чÿк уйăхĕнче ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцинче йышăнса хăварнă.
Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та тăван чĕлхесен кунĕпе çыхăнтарса кашни çулах тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен 7-мĕшпе 8-мĕшсем хушшинче «Чăваш чĕлхипе литературине тата культурине кам лайăхрах пĕлет?» вăйă ирттерчĕ. Вăйă питĕ кăсăклă иртрĕ: ачасем чĕлхепе, литературăпа тата Тăван ен культурипе çыхăннă тĕрлĕ ыйту çине хурав тупрĕç. Çавăн пекех чăваш çыравçисен псевдонимĕсене , чăн хушамачĕпе ячĕсене , хайлав ячĕсене , хайлавран илнĕ пĕр-пĕр сыпăк тăрăх вăл мĕнле произведенирен пулнине кăтартрĕç. Вăйăра ытларах очко пухса «Чăваш ачисем» (8 класс) ушкăн çĕнтерчĕ. «Асамат кĕперĕ» (7 класс) иккĕмĕш вырăна тухрĕ.
Юлашкинчен 8-мĕш класра вĕренекенсем П.П.Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăввине янраттарчĕç.