Паян, ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче, чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта Чăваш чĕлхи куннетата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хнăранпа 150 çул çитнине халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2021» акци иртрĕ.
Акцие Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те, «Аистёнок» ача сатĕнче ĕçлекенсем те хастар хутшăнчĕç. Çавăн пекех Эйпеçри ФАПра ĕçлекен Гурьева С.Г (вăл кашни çулах хутшăнать) тата Ильина Э.П (вĕренекенсен амăшĕ, вăл иккĕмĕш çул хутшăнчĕ) диктант çырма кăмăл турĕç.
Диктанта аван çырчĕç Эйпеçсем. 23 çынран 12-шĕ «5», 11-шĕ «4» паллăсем илчĕç.