Чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕ – Аннесен кунĕ. Çак куна пурте кĕтеççĕ: аслисем те, кĕçĕннисем те. Пурте хăйсен амăшĕсене уяв ячĕпе пĕтĕм чунтан-чĕререн саламлаççĕ.
Эйпеçри вăтам шкулта вĕренекенсем те уява хатĕрленчĕç. 5-мĕш класра вĕренекенсем (класс ертÿçи Школьникова Л.П.) амăшĕсене çыраçăсен анне çинчен калакан сăвă йĕркисенчи илемлĕ сăмахсемпе, «Пирĕн анне» юрăпа саламларĕç. Вĕсем тĕнчери пур аннесене те çирĕп сывлăх, тулли телей, тăнăç пурнăç сунчĕç, тав сăмахĕсем каларĕç. Шел пулин те, амăшĕсем çак уява хутшăнаймарĕç, вĕсем видеороликсене кăна пăхса киленме пултарчĕç.