Чăваш чĕлхи
кунне тата «Мухтавлă ентешсен çулталăкне» халалласа ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче
9-10-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
Школьникова Л.П. «Чи тавçăруллисем» конкурс ирттерчĕ. Конкурса тĕрлĕ кăсăклă ĕç
пурнăçларĕç ушкăнсем. Чи малтанах разминка валли тĕрлĕ ĕç пулчĕ:
1-мĕш ĕç — чăваш чĕлхине мĕнле
пĕлетĕр: кам маларах хуравлать? 2-мĕш ĕç — чăваш литературине мĕнле пĕлетĕр: кам маларах хуравлать?
Малалла ĕçсем йывăрланса пычĕç: 1-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕш задани таран
хуравĕсен шучĕ ÿссе пычĕ, 10-мĕш заданирен 20-мĕшне çитиччен – чакса.
Икĕ
ушкăнĕ те тăрăшса ĕçлерĕ, тĕрĕс хуравсем пама тăрăшрĕ.
Апла пулин те чЧи тавçăруллисем «Чăваш ачисем» ушкăн (9-мĕш класс) пулса тăчĕ,
вĕсем чи нумай балл пухрĕç. Иккĕмĕш вырăна «Икĕ хĕрпе икĕ каччă» ушкăн (10-мĕш
класс) тухрĕç.