Ăсталăх сехечĕ

Ăсталăх сехечĕ

        Чăваш чĕлхи эрнинче Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта кашни кунах тĕрлĕ мероприяти иртет.

  Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче шкул вулавăшĕнче Л.А.Константинова 8-мĕш класс хĕрĕсемпе ăсталăх сехечĕ ирттерчĕ. Ăстаçă малтанах вулавăша пухăннисене хăй ăсталанă капăр-эрешĕсемпе паллаштарчĕ, капăрлăхсем тума мĕнлерех çип, йĕп шăрçасем кирли çинчен каласа пачĕ. Лариса Алексеевна хĕрсене вĕтĕ шăрçасенчен алкасем тума вĕрентрĕ. Пурте кăсăкланса ĕçлерĕç. Юлашкинчен хăнана тав сăмахĕ каларĕç, малалла та çакăн пек тĕл пулусем, ăсталăх сехечĕсем ирттерме калаçса татăлчĕç.

Фотогалерея