Ака
уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2022» акци иртрĕ. Диктант çырма
пухăннисене малтанах шкулта чăваш
чĕлхипе литературине вĕрентекекн Школьникова Л.П. Чăваш чĕлхи кунĕпе саламларĕ,
диктанта çырма ăнăçу сунчĕ, кĕскен ĕç йĕркипе паллаштарчĕ.
Диктант
тексчĕ «Уçлăхра – икĕ космонавт» чăвашсен пĕрремĕш космонавчĕ Андриян
Николаевпа украина çынни Павел Попович çинчен пулнă май, Луиза Петровна
пухăннисене çак мухтавлă çынсен
пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Кăçал Чăваш республикинче «Мухтавлă ентешсен
çулталакне» паллă тăваççĕ, тата çурла уйăхĕнче Андриян Григорьевич Николаев
космоса вĕçнĕренпе шăпах 60 çул çитет.
Диктант çырма ытларах аслă классенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем килĕшрĕç. Çавăн пекех Эйпеçри «Аистенок» ача садĕнчи воспитательсем, модельлĕ библиотека библиотекарĕ И.В.Григорьева, ялти клубра илемлĕх ертÿçинче вăй хуракан А.С.Школьникова, ачасен амăшĕсем те хутшăнчĕç.
Диктанта аван çырнине те асăнса хăвармалла, мĕншĕн тесен вĕсенчен 68% – «5» паллă, 20% – «4», 12 % вара «3» паллă илнĕ.