Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш халăхне
çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине, Раççейри «Педагогпа
наставник» тата Чăваш республикинчи «Телейлĕ ачалăх» çулталăкне халалласа
«Чăвашлăха упрар ĕмĕрлĕхе» ятпа уяв иртрĕ.
Уяв Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн, Патриархăмăрăн «Чăваш
халăхне халал» сăмахĕсемпе пуçланчĕ. Ăна 10-мĕш класра вĕренекен Дима Федоров пăхмасăр,
илемлĕ вуларĕ.
Малалла программăна 10-мĕш класри Мария
Мельцовăпа Кристина Федотова ертсе пычĕç. Вĕсем 6-мĕш класра вĕренекен Кирилл
Анисимова сăмах пачĕç. Вăл И.Я.Яковлева халалласа хăй çырнă сăввине илемлĕ
вуларĕ. Ун хыççăн 1-мĕш классем тухрĕç сцена çине: вĕсем уява «Чăваш ачи» юрăпа
пуçларĕç. Çак класра вĕренекен Валерия Михайлова вара А.Кăлканăн «Йытăпа кушак»
юптарăвне вуласа савăнтарчĕ куракансене. Пĕрремĕшсем хыççăн 2-мĕшсем тухрĕç
сцена çине, вĕсем «Ача-пăча вăййи» лартса пачĕç. Чăваш халăхĕн
йăли-йĕркине, юрри-ташшине асран ямасăр, упраса хăварас тесе çулран çул
тăрăшаççĕ эйпеçсемпе вăтаелсем. Çавăнпа та паянхи уявра ытларах чăваш халăх тата чăваш сăвăçисемпе
композиторĕсен юррисем янăрарĕç. 3-мĕшсем куракансене «Асамат кĕперĕ» тата
«Асаттепе асанне» юрă парнелерĕç. Кĕçĕн классенчен чи кайран 4-мĕшсем
паллаштарчĕç хăйсен пултарулăхĕпе, вĕсем уява пухăннисене «Телей юрри» парнелерĕç.
Çак класра вĕренекен Элина Артемьева, Даша Федорова тата Диляра Федотова «Чăваш
ташши» ташланине залра ларакансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. 5-мĕшсем «Чун-чĕререн»
юрра шăрантарчĕç. Чăваш чĕлхине,
юрри-кĕввине, ташшине халалласа 6-мĕшсем залра ларакансене «Чăваш ачи чăваш
пулса ÿсет» юрă парнелерĕç. Вĕсем хыççăн сцена хуçисем 7-9-мĕш класс хĕрĕсемпе
каччисем пулчĕç: «Çăлкуç», «Ма хитре-ши çуркунне?», «Сад пахчинче», «Эс ăçта»
юрăсем янăрарĕç. 5-6, 8-мĕш класс хĕр ачисем «Чăваш ташшисемпе» савăнтарчĕç. Вĕсем
чăваш ташшине кашни хăйне евĕр лартса пачĕç: кĕвви те, хусканăвĕ те – пурин те
тĕрлĕрен. 9-мĕш хĕрĕсем Дарина Ильина,
Ксения Лукина тата Юля Матвеева Чăваш çĕршыне, тăван тăрăха халалласа «Чăваш
ен» юрă саламĕ парнелерĕç. Паянхи уява пурте тăрăшса хатĕрленни курăнчĕ: тумĕ
те, юрри-ташши те, ачасем хăйсене сцена çинче тытни те – пурте те çакна аван
кăтартса пачĕ. 10-11-мĕшсем уява пухăннисене «Пилеш кайăксем», «Туссене» юрăсем
парнелерĕç. Юлашкинчен вĕсем вăйă картине тăчĕç. Паянхи уява пурте тăрăшса хатĕрленни
курăнчĕ: тумĕ те, юрри-ташши те, ачасем хăйсене сцена çинче тытни те – пурте
çакна аван кăтартса пачĕ. Курма килнисем
питĕ кăмаллă пулчĕç, кашни номер хыççăн тăвăллăн алă çупрĕç. Хăш чухне пĕрле те
юрларĕç. Уяв вĕçленсен тав туса ăшă сăмахсем каларĕç. Час-часах çакăн пек
уявсем ирттерме ыйтрĕç.
Юлашкинчен уява пухăннисене шкулта чăваш чĕлхипе
литературине вĕрентекен Л.П.Школьникова тепĕр хут Чăваш чĕлхи кунĕпе, Чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175
çул çитнипе, Раççейри «Педагогпа наставник» тата Чăваш республикинчи «Телейлĕ
ачалăх» çулталăкĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Пурне те сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕ.