"Вера Кузьмина - легенда чувашского театра"

"Вера Кузьмина - легенда чувашского театра"

Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче чӑваш халӑх артистки Вера Кузьминична Кузьмина ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ Школьникова Л.П. 7-мӗш класра "Театр - асамлӑ тӗнче" калаҫу ирттерчӗ. Ачасем Вера Кузьминична пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашрӗҫ, видеороликсем пӑхрӗҫ.

Ҫавӑн пекех вӗрентекен "Вера Кузьмина - легенда чувашского театра" онлайн-квиза хастар хутшӑннисене Сертификатсем парса чысларӗ. Ӑна Чӑваш республикин ача-пӑча библиотеки чӳк уйӑхӗн 2-12 числисенче ирттерчӗ. Квиза хутшӑннисем артисткӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен хӑйсем мӗн пӗлнине тӗрӗслерӗҫ.

Фотогалерея