Николай Максимов - паллӑ писатель

Николай Максимов -  паллӑ писатель

📝 Йӗпреҫ ен паллӑ ҫыравҫӑсемпе питӗ пуян: Ҫемен Элкер, Николай Максимов, Василий Волгин (Андреев), Николай Теветкел, Геннадий Кузнецов, Гаврил Луҫ т.ыт.те.

📝 Николай Максимов - хальхи вӑхӑтри паллӑ писательсенчен пӗри. Вӑл Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ, ачалӑхӗ вара Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Эйпеҫ ялӗнче иртнӗ. Кунтах шкула кайнӑ. Ҫавӑнпах ӗнтӗ эйпеҫсем ӑна пирӗн ентеш теҫҫӗ, унпа мухтанаҫҫӗ, унӑн пултарулӑхӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ.
💫 Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Н.Н.Максимов писатель 80 ҫулхи сумлӑ юбилейне уявларӗ. Тӑванӗсенчен, ентешӗсенчен, ҫыравҫӑсенчен, вӗрентекенсемпе студентсенчен ӑшӑ саламсем йышӑнчӗ вӑл.
💫 Эйпеҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта та ҫак кунсенче Николай Николаевичӑн шӑллӗ Пётр Николаевич Максимов (шкул директорӗ) тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Л.П.Школьникова 10-11 классенче вӗренекенсемпе тӗл пулу ирттерчӗҫ.
📝 Чи малтанах пухӑннисем Н.Н.Максимов Чӑваш наци библиотекинче тӗл пулура калаҫнине ӳкернӗ видеоролика пӑхрӗҫ. Ун хыҫҫӑн Пётр Николаевич сӑмах илчӗ. Вӑл пиччӗшӗн пурнӑҫӗ тата пултарулӑхӗ ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ.
📝 Юлашкинчен Л.П.Школьникова Николай Максимовӑн ку таранччен пичетленсе тухнӑ кӗнекисемпе паллаштарчӗ. Уйрӑмах "Тапӑ" (1, 2-мӗш томсем) хайлав ҫинче чарӑнса тӑчӗ Луиза Петровна, мӗншӗн тесен кунта писатель Эйпеҫ -Вӑтаел ялӗнчи ҫынсен 20-ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи пурнӑҫне сӑнласа панӑ.
💫 Тӗл пулу кӑмӑллӑ иртрӗ. Пухӑннисемшӗн ентешӗмӗрӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пани кӑсӑклӑ пулчӗ, питӗ тимлӗ итлесе ларчӗҫ, тав сӑмахӗ каларӗҫ.

Фотогалерея