Тӑван чӗлхе - чӑваш чӗлхи

Тӑван чӗлхе - чӑваш чӗлхи



Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Эйпеҫ шкулӗнче вӗренекенсем Пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхесен кунне халалларӗҫ.
Чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ шкул ачисемпе тӗрлӗ ӗҫ туса ирттерчӗ: шкул ачисене Пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхесен кунне хӑҫан тата мӗн тӗллевпе паллӑ тума йышӑнни пирки каласа пачӗ, вӗренекенсем чӑвашла сӑвӑсем вуларӗҫ, 7-мӗш классем хушшинче КВН пулчӗ.
Ачасем тӑван (чӑваш) чӗлхипе литературине, культурине аван пӗлни курӑнчӗ. Вӗсем ыйтусем ҫине тӗрӗс хурав пани вӗрентекене савӑнтарчӗ.
- Тӑван чӗлхене юратӑр, хисеплӗр, аталантарӑр, ӑна упраса хӑварма пӗтӗм вӑйран тӑрӑшӑр, мӗншӗн тесен вӑл сирӗн несӗлӗрсен, аҫӑр-аннӗрӗн чӗлхи! - терӗ уява пӗтӗмлетнӗ май Л.П.Школьникова

Фотогалерея