Чӑваш чӗлхипе тата литературипе регионсем хушшинчи олимпиада иртрӗ

Чӑваш чӗлхипе тата литературипе регионсем хушшинчи олимпиада иртрӗ

🎓 Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче чӑваш чӗлхипе тата литературипе регионсем хушшинчи олимпиада иртрӗ.

🎓 Олимпиадӑна пурӗ 140 вӗренекен хутшӑнчӗ, вӗсенчен 117 - Чӑваш Республикинчен, 4 - Чӗмпӗр облаҫӗнчен, 11 - Тутар тата 7 - Пушкӑрт Республикисенчен. 🎓 Вӗренекенсем олимпиадӑра чӑваш чӗлхипе тата литературипе ыйтусем ҫине хурав панисӗр пуҫне куҫару ӗҫне пурнӑҫларӗҫ тата эссе ҫырчӗҫ. 🥇 Эйпеҫри вӑтам шкултан олимпиадӑна Мухтеева Юльӑпа (11 класс) МухтеевПавел (9 класс) хутшӑнчӗҫ. Аппӑшӗпе шӑллӗ те питӗ маттур пулчӗҫ: Юля ҫӗнтерӳҫӗ, Павела призер пулма кӑшт кӑна балл ҫитеймерӗ. 💫 Маттур вӗренекенсене тата вӗсен вӗрентекенне (Школьникова Л.П.) саламлатпӑр. Малалла та ӑнӑҫу сунатпӑр👏👏👏

Фотогалерея