Космонавтика кунӗ

Космонавтика кунӗ

Космонавтика кунӗ

🛰 Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Эйпеҫри вӑтам шкулти 7-мӗш класра вӗренекенсем класс ертӳҫипе (Школьникова Л.П.) шкул библиотекинче Космонавтика кунӗ тӗлне И.В. Григорьева библиотекарь йӗркеленӗ кӑсӑклӑ кӗнекесен выставкипе паллашрӗҫ. ✨Выставкӑпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫиччӗмӗшсем Чӑваш енӗн мухтавлӑ паттӑрӗ, Андриян Григорьевич Николаев летчик космонавт, ҫуралнӑпанпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ викторина вӑйӑ ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗҫ. Пурӗ 30 ыйту пулчӗ. 😇 Вӗренекенсене питӗ килӗшрӗ вӑйӑ, мӗншӗн тесен ыйтусем ҫине хуравланӑ май вӗсем паллӑ ентешӗмӗрӗн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен тата нумай ҫӗннине пӗлчӗҫ. 🤝 Эпир, ҫак вӑййа хутшӑннисем, викторина ыйтӑвӗсене хатӗрлесе паракансене, Чӑваш республикин наци библиотеки ӗҫченӗсене, Тав сӑмахӗ калатпӑр.